Килен — Каян

 

11202Атӑл урлӑ, каҫас пулсан виҫӗ кунлӑх ҫӑкӑр чик.Килен — Каян
11201Ӑҫта кайсан та аршӑнра тӑватӑ шит.Килен — Каян
11203Валт-валт утакан тавра кайсан ҫу хыпнӑ, ленк-ленк утакан тӳрӗ кайсан йӗкел юман ҫинчен ӳкнине курнӑ та, ҫапах ӑна тупайман теҫҫӗ.Килен — Каян
11204Виҫ ял орлӑ кайсан тӑваттӑмӗшне кӗр.Килен — Каян
11205Выҫса килекене тӑрантарса яма каланӑ.Килен — Каян
11206Ерипе каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.Килен — Каян
11207Ишеке каякан Киштеке ҫитнӗ.Килен — Каян
11209Кайман ҫул такӑр теҫҫӗ.Килен — Каян
11211Каяс килнӗ ҫӗре каймаллах.Килен — Каян
11212Каяс ҫӗрӗ масар мар, тухас ҫӗрӗ пасар мар.Килен — Каян
11213Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр.Килен — Каян
11214Каяссинчен чӗнни паха.Килен — Каян
11215Кӗре хирӗҫ каякан шӑнса вилнӗ, ҫура хирӗҫ каян — шыва кайнӑ тет.Килен — Каян
11218Кил-кил теме йӑла пур, кай-кай теме йӑла ҫук.Килен — Каян
11216Килекен килтӗр те, кайма та пӗлтӗр.Килен — Каян
11217Килекен укҫа кӗмӗл, каяканни — ылтӑн.Килен — Каян
11221Килен хӑна кӑмӑллӑ, каян хӑна кӑсӑклӑ.Килен — Каян
11219Килен-каяна кӗртсе ҫӑкӑр-тӑвар ҫитерсе яр.Килен — Каян
11220Килен-каяна шыв та пулин ӗҫтер.Килен — Каян
11222Килесси — килет, пуласси — пулать.Килен — Каян
11223Килех! тесен килме лайӑх, ӗҫех! тесен ӗҫме лайӑх.Килен — Каян
11224Киличчен килмест, килсен каймасть теҫҫӗ.Килен — Каян
11225Килнӗ ҫыннӑн кайни килӗшет.Килен — Каян
11226Килнӗ хӑна нумай ларсан кил хуҫине вӑй килет.Килен — Каян
11227Килнӗ хӑнана хӑвалама йӑла ҫук.Килен — Каян
11228Кирлӗ мар ҫын ӑсанни паха.Килен — Каян
11229Кукӑр каян телей тупнӑ, тӳрӗ каякан — нуша.Килен — Каян
11230Кучченеҫ илсе каякан ырать.Килен — Каян
11231Пӗр кун каймалӑх ҫӗр пулсан ҫичӗ кунлӑх ҫӑкӑр ил тенӗ.Килен — Каян
11232Пӗр кун каймалли ҫӗре виҫ кунлӑх ҫӑкӑр теҫҫӗ.Килен — Каян
11233Пӳкле каякан пӳлӗнет, ҫавра каякан ҫӑв ҫиет теҫҫӗ.Килен — Каян
11234Пӳкле каякан шыва кайнӑ, ҫавра каякан ҫӑв ҫинӗ теҫҫӗ.Килен — Каян
11235Пӳкле ҫӳрекен пӳкле тӗлне пӗлмен.Килен — Каян
11236Пӳклерен каян пӑх хыпать, ҫаврӑнӑҫӑн каян ҫу хыпать теҫҫӗ.Килен — Каян
11237Сукмак тӑрӑх каякан аташас ҫук.Килен — Каян
11238Ҫаврӑнӑҫ каякан ҫу хыпнӑ, тӳрӗ каякан пӑх хыпнӑ.Килен — Каян
11239Ҫӗр лашалли кӳлсе тухса кайнӑ, пӗр лашалли тӑрса юлнӑ.Килен — Каян
11241Ҫул ҫинче ҫӳрекене маткипе упӑшки теме хушман.Килен — Каян
11242Ҫул ҫӳрекен хыттине те, ҫемҫине те курать.Килен — Каян
11243Ҫула ҫӳрес кӑмӑлу пулсан хӑвӑнтан вунӑ хут лайӑхрах юлташ тупса кай теҫҫӗ.Килен — Каян
11244Ҫула тухсан пӗр йӗп те пин пӑт пулнӑ.Килен — Каян
11245Ҫула тухсан юлташу хӑвӑнтан аван пултӑр.Килен — Каян
11246Ҫула усал ҫынпа тухиччен пӗччен тух.Килен — Каян
11247Ҫӳле каяс — ҫӳллӗ, ҫӗре каяс — хытӑ.Килен — Каян
11248Ҫын кайрӗ, вырӑн юлчӗ.Килен — Каян
11249Тавра кайнӑ савӑннӑ, тӳрӗ кайнӑ ҫапӑннӑ.Килен — Каян
11250Тавра пулсан та ҫул пултӑр.Килен — Каян
11251Тӑшманпа ҫула кайиччен йытӑ ертни аванрах.Килен — Каян
11252Тӳрӗ кайсан ӑнаймӑн, ҫаврӑнӑҫӑн — ӑнӑн.Килен — Каян
11253Тӳрӗ каян пӑх ҫиен, ҫаврӑнӑҫ каян ҫу ҫиен.Килен — Каян